
Шупашкар хулинче пурӑнакан вӑйпитти арҫын, ӳсӗрскер, фельдшера тапӑннӑ.
Пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ. 35 ҫулти арҫынпа пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм ӳсӗр арҫынна япӑх пулса кайнӑран тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ӑна тӑна кӗме пулӑшнӑ хыҫҫӑн хайхискер ҫӗҫӗ ярса илсе 39 ҫулти фельдшера вӗлерессипе хӑратма пуҫланӑ. Бригадӑн пӗр пайӗ балкон ҫине тухса тарнӑ, хӗрарӑм-тухтӑр подъезда тухса тарса йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Усал арҫын тӗлӗшпе халӗ ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Чӑваш Енри М-7 ҫул ҫинче 40 килограмм наркотик тиенӗ машинӑна тытса чарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Муркаш районӗнче Пушкӑртстан номерӗллӗ «Инфинити» машинӑна чарнӑ. Унта икӗ арҫын ларса пынӑ.
Вырӑна наркополицейскисемпе Росгварди ӗҫченӗсем те пырса ҫитнӗ. Машинӑра 40 килограмм ытла мефедрон тата гашиш пулнӑ. Ӑна арҫынсем Ленинград облаҫӗнчен Пушкӑртстана илсе ҫитерме тӑнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫынна ҫынсене суйса пропискӑна тӑратнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗше пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.
Таджиксене хӑйӗн хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑшӑн ӑна лешсем укҫа тата икӗ мӑшӑр кроссовки панӑ. Ҫавӑншӑн арҫын тӑватӑ таджика пропискӑллӑ тунӑ. Хваттере ют ҫӗршыв ҫыннисене вӑл авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче пропискӑна тӑратнӑ. Пурӑнма арҫын хӑй тӑванӗпе (вырӑсла хыпарта сестра тенӗ) пурӑннӑ, 20-26 ҫулсенчи таджиксем вара Ярмӑрккӑ урамӗнче хваттер тара илнӗ.

Эх, ҫав эрех! Пӗр ҫынна та ырӑ тумасть ҫав вӑл. Пӗрех этем алли ун енне туртӑнать.
Шупашкарта пурӑнакан 51 ҫулти арҫын килӗнче тӑванӗпе (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи вырӑсла хыпарта «брат» тенӗ. Те пиччӗшӗ ӗнтӗ, те шӑллӗ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) хирӗҫсе кайнӑ. Хӑй ӳсӗр пулнӑ. Сӑмахпа ҫӗнтереймессӗн туйӑннӑ пуль-ши — алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те унпа пӗр хутчен чикнӗ. Шар курни куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
51 ҫулти арҫынна ҫынна вӗлернӗшӗн суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.

Шупашкарти медицина колледжӗнче вӗренекен виҫӗ хӗр сӗтев тӳлесе зачёт тытнӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Тухтӑр пулма вӗренекен виҫӗ хӗр ют ҫӗршыв чӗлхипе зачёт илес тесе преподавателе 3-шер пин тенкӗ сӗтев панӑ. Каярах студенткӑсем диплом та хӳтӗленӗ.
Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан прокуратура документа пӑрахӑҫлама ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Хальлӗхе пӗрин документне пӑрахӑҫланӑ, кӗҫех тепӗр иккӗшӗнпе ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухӗҫ.
Преподаватель медколледжра ӗҫлемест ӗнтӗ, ӑна унтан кӑларса янӑ. Ку ҫеҫ те мар, пуҫиле майпа явап тыттарса 40 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Пирӗн ҫӗршыва чикӗ леш енчен пысӑк партипе наркотик илсе килме тӑнӑ.
Эквадортан килекен карап ҫинче 1,5 тонна ытла кокаин тупса палӑртнӑ. Ӑна Питӗр хулинчи портра асӑрханӑ. Наркотика бананпа пӗрле тиесе янӑ. Укҫа ҫине куҫарсан кокаин 20 миллиард тенкӗ ытла тӑрать иккен.
Наркотика тытса чарни пирки Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Чӑваш Енре Вӑтам Ази арҫыннине суд тунӑ. Ӑна сакӑр ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Арҫын машининче 1 килограмм героин пулнӑ. Ҫав тавара ӑна Мускав облаҫӗнчи пӗр хулара хурса парса янӑ. Георина багаж уйрӑмӗнче пытарнӑ.
М-12 ҫулпа Чӑваш Ен территорийӗпе пынӑ чухне ӑна пакунлисем тытса чарнӑ. Ку вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Георина арҫын Самар облаҫне илсе ҫитересшӗн пулнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 73-ри хӗрарӑн инвестици платформине укҫа хывса пуяс тенӗ.
Пӗлтерӗве вӑл мессенджерсенчен пӗринче асӑрханӑ. Хӑйӗнпе ҫыхӑннӑ консультант сӗннипе «бизнес-проекта» хӑй пухса пынӑ 300 пин тенке хывнӑ.
Укҫа процентпа таврӑнманнине кура вӑл хӑйне улталанине ӑнланса илнӗ та пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.

Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 45 ҫулти арҫын хӑйӗнчен 4 ҫул кӗҫӗнрех арӑмне сӑнчӑрпа кӑкарса хунӑ.
41 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, упӑшки ӑна хӗнет. Ҫав ӗҫе тӗпченӗ май тепӗр пӑтӑрмах та ҫиеле тухнӑ. Хӗрарӑм килтен тухса ан кайтӑр, эрех ӗҫсе ан ҫуретӗр тесе вӑл ӑна сӑнчӑрпа кӑкарса хӑварнӑ иккен.
Арҫынпа хӗрарӑм виҫӗ ача ӳстереҫҫӗ иккен. Халӗ кил хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 55 ҫулти арҫын питӗ кӗвӗҫ пулнӑ тата ҫынна хӗнеме юратнӑ.
Тӑнлавӗ пасарнӑ арҫын ҫулӗ кайнине пӑхмасӑрах кӗвӗҫме пӑрахман. Пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма вӑл кӳрши ҫумне хушса вӑрҫнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хӗрарӑма виҫӗ хутчен хӗненӗ, 5 аяк пӗрчине хуҫнӑ. Ун хыҫҫӑн хӗрарӑм унпа текех пурӑнас темен.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче арҫын унччен пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма шыраса 80-ри карчӑк патне кайнӑ. Лешӗ ман патра ҫук тесе калани килӗшмен, ватӑ ҫынна хӗнесе пӗтернӗ, унӑн икӗ карас телефонне, телефона зарядкӑна лартмалли хатӗрсене тата ҫӑра уҫҫине йӑтса тухса кайнӑ.
Кӗҫех арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн виҫӗ статйипе, ҫав шутра ҫын пурлӑхне вӑрланӑшӑн та, суд тӑвӗҫ.
